Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Патӑрьел районӗ

Паян Пекинра маунтинбайк ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ӑмӑрту пирӗн тӑрӑхри вӑхӑтпа 6 сехетре пуҫланчӗ. Пирӗн ентеш, Ирина Клементьева виҫҫӗмӗш тухрӗ — йӗс (бронза) медале тивӗҫрӗ.

 

Ирина Клементьева Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1977 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейре тава тивӗҫлӗ маунтинбайк спорт мастерӗ шутланать. Чылай ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

С.Т.Аксаков ячӗллӗ Чӗмпӗр обаҫӗнчи ҫамрӑксемпе ачасен вулавӑшӗ «Хӗрлӗ чечек» («Аленький цветочек») ятлӑ конкурс ирттерме палӑртнӑ.

Шӑнкӑртамти шкул вӗренекенӗсем ку ӑмӑртӑва сиктерсе хӑварас темерӗҫ, хутшӑнма шутларӗҫ.

Пурӗ виҫӗ номинаци:

* Юмах вулатпӑр;

* Юмах ҫыратпӑр;

* Юмаха илемлететпӗр.

Конкурса 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Хальхи вӑхӑт тӗнле пӗрремеш номинацине хӑйсен ӗҫӗсене пурӗ 5 ача ярса панӑ. 6 вӗренекен юмах ҫырнӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Лейсен Ильясова «Планерка в лесу» ятпа юмаха эрешленӗ. Шӑнкӑртамри ача-пӑча вулавӑшне ҫӗнӗ ӗҫсем килсех тӑраҫҫӗ — вӗсене пурне те ӑмартӑва ярса параҫҫӗ.

 

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр, пӗрремӗш вырӑнсене ҫӗнсе илессе шанатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Патӑрьелти мӑшӑрлану керменӗнче паян 100-мӗш мӑшӑра ҫырӑнтарчӗҫ. Мӑшӑрланакан каччӑпа хӗр, Рахматуллин Динар Минтагировичпа Гусынкина Динара Викторовна, иккӗшӗ те Тутар Тимеш ялӗнчен.

Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне ҫӗнӗ мӑшӑра район администрацийӗнчен Надежда Маллина, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепёлкин, районти хӗрарӑмсен Канашӗн пайташӗ Дильбер Гайнуллина саламларӗҫ.

Мӑшӑрлану уявӗ чаплӑ тутар ташшипе вӗҫленчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫитес вӑхӑтра Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫулӗ ҫитӗ. Ҫавна май пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турхан ялӗнчи тӗслӗх вулавӑшӗнче вырӑнти шкулта 5-мӗш класра вӗренекен ачасем хушшинче «Пултарулӑхӗ – халӑх пуянлӑхӗ…» ятлӑ пӗлӳ сехечӗ иртрӗ.

 

Вулавӑш заведущийӗ Шелякова А.В. ачасене «Чунри черченлӗхӗн чечекӗ» кӗнеке куравӗпе, Митта Ваҫлей кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.

 

Ачасем Митта Ваҫлейӗн «Ҫӗршӑвӑм пилле ман чуна» ярӑмри сӑввисене вуларӗҫ. Уйрӑмах «Сиктермерӗн мана кӗленче сӑпкара», «Ҫуралнӑ ҫӗршывра» сӑввисем вӗсене кӑмӑла кайрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Раштавӑн 21-мӗшӗнче Патӑрьел тӗл вулавӑшӗнче «Чӑваш поэзийӗн аксакалӗ» ятлӑ литература сехечӗ иртрӗ. Ӑна паллӑ чӑваш сӑвӑҫи В.И. Давыдов-Анатри ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ.

Мероприятине вулавӑшӑн директор ҫумӗ Мазякова Н.В. ертсе пычӗ. Нина Васильевна чи малтан хӑнасемпе паллаштарчӗ — чаплӑ сӑвӑҫ кун-ҫулӗпе паллаштарма Шупашкартан Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Валерий Владимирович Туркай, чӑваш ҫыравҫи Аркадий Петрович Казанов тата чӑваш сӑвӑҫи Альбина Васильевна Юрату ҫитнӗччӗ.

Сӑвӑҫ кун-ҫулӗпе вулавӑшра ӗслекен Наталия Алексеевна Ракова каласа пачӗ, ятарласа хатӗрленӗ буклетпа паллаштарчӗ.

Шупашкар хӑнисем мероприятине килнӗ 7-мӗш ПУ-па 2-мӗш Патӑрьел вӑтам шкулӗнчи ачасене В.И. Давыдов-Анатри пирки нумай интереслӗ япала каласа пачӗҫ, хӑйсен сӑввисемпе те паллаштарчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, [103]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та